Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Орфоэпи словарӗ

Орфоэпи словарӗ, — сӑмахсене сасӑпа ударени тӗлӗшӗнчен мӗнле каламаллине ҫырса кӑтартакан словарь. Унта сӑмахсене алфавит тӑрӑх вырнаҫтарса тухаҫҫӗ. Кашни статьянах ҫапла йӗркелеҫҫӗ: малтан сӑмахӑн ҫырури формине ҫыраҫҫӗ, унтан ӑна сасӑпа ударени тӗлӗшӗнчен мӗнле каламаллине кӑтартаҫҫӗ.

Чӑваш чӗлхин ятарласа уйрӑм кӗнекен кӑларнӑ орфоэпи словарӗ ку таранччен пӗрре те пулман. 1972 ҫулта «Чӗлхе культурин ыйтӑвӗсем» ятлӑ кӗнекере (Ш., 1972) А.Е. Горшков ҫырнӑ «Чӑваш чӗлхин кӗске орфоэпи словарӗ» пичетленсе тухнӑ. Унта статьясене ҫакӑн пек йӗркеленӗ: малтан сӑмахӑн ҫырури формине ударени лартса ҫырса панӑ, скобкӑра ҫав сӑмахӑн орфоэпи йӑнӑшне, юлашкинчен ӑна мӗнле каламаллине кӑтартнӑ.


 
Категорисем: Орфоэпи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-12-17 20:23:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2822 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем